АПШ Республика партийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
АПШ Республика партийĕ (акăл. Republican Party) — Демократи партийĕпе пĕрле АПШ политикин икĕ тĕп партисенчен пĕри шутланать[1]. Иккĕмĕш ячĕ — Аслă Кивĕ Парти (акăл. Grand Old Party, GOP). Демократи партийĕпе шайласан Республика партийĕ консервативлăрах тата "сылтăмрах" политика ăнланăвĕпе уйрăлса тăрать.
Партин официаллă мар символĕ — пилӗ (вăй-хăвата палăртать), официаллă мар тĕс — хĕрлĕ.