Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсем (акăл. USA — United States of America) — Çурçĕр Америкăри федераллă республика. Ытларах çухне АПШ кĕскен Америка теççĕ, унта пурăнакансене американсем тесе чĕнеççĕ.
United States of America Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | патшалăх чĕлхи çук, анчах та хăш-пĕр штатсенче вăл вырăнта акăлчан чĕлхи шутланать | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Вашингтон | ||||
Чи пысăк хула | Нью-Йорк, Лос-Анджелес, Чикаго, Лас-Вегас, Майами, Даллас, Сан-Франциско, Хьюстон, Сан-Антонио, Сан-Диего, Бостон, Филадельфи, Сиэтл, Детройт, Денвер, Финикс | ||||
Президент | Джо Байден | ||||
Вице-президент | Камала Харрис | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
3 вырăнта 9 372 610 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2003) - Йышлăхĕ |
3 вырăнта 290 342 554 31,0/км² | ||||
Валюта ячĕ | АПШ долларĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -5 пуçласа -10 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Çăлтăрпа Илемлетнĕ Ялав | ||||
Тетел доменĕ | .us | ||||
Тел. префиксĕ | 1 |
АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче Атлантика океанĕнчен пуçласа хĕваланăç енче Лăпкă океан таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар Канада вырнаçнă, кăнтăр енче — Мексика. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе утрав Кариб тинĕсĕнче тата Лăпкă океанра кĕреççĕ.
9.6 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннăскер, Америка тĕнчери виççĕмĕш чи аслă çĕршыв. Халăх йышĕпе (300 миллион ытла) Америка тĕнчери виççĕмĕш чи йышлă çĕршыв.
АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Аслă Британие пăхăнмасси çинчен пĕлтернĕ 13 колони «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен суверенлăхĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) Аслă Британи 1783 çулта килĕшнĕ. 1781 çулта Конфедераци Йĕркисем (Articles of Confederation) ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи конституцине йышăннă хыççăн самай улшăннă.
Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.
Совет Союзĕ арканнă хыççăн Америка тĕнчери ларăва-тăрăва анлăн витĕм кӳрекен пĕччен аслă хăват пулса юлать.