Химилле формула
From Wikipedia, the free encyclopedia
Химилле формула — химилле элементсен символĕсемпе, хисепсен тата ытти пулăшу паллисемпе (хăлăпкасемпе, тиресемпе т. ыт. те) химилле пĕрлешӳсен тытăмне тата структурине малсăлтавлăн кăтартни. Химилле формулăсем хими чĕлхин пĕр пайĕ пулса тăраççĕ, вĕсем пулăшнипе химилле реакцисен схемисемпе танлăхĕсене, çавăн пекех химилле классификацие тата япалалăхсен номенклатурине майлаштараççĕ[1].
- Ыйтнине кунта куçарса яраççĕ «Химилле тытăм». Çак темăпа уйрăм статья кирлĕ.
Калас пулать, химилле формула тенине хими формули тенипе ылмаштарма май çук. Мĕншĕн тесен пĕлтерĕщшĕсем пач урăхла.