Санкт-Петербург
From Wikipedia, the free encyclopedia
Санкт-Петербург, Питӗрпур — Раççей хули. Хулара Ленинград облаçĕпе Çурçĕр Хĕвеланăç Федераллă округĕн администрациĕ вырнаçнă. Хула тĕнчери чи хитре хуласенчен пĕри шутланать. Нева юханшыв хĕрринче ларать (хула тăрăх 28 çухрăм юхать).[1]
Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Санкт-Петербург | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | |
Никĕсленĕ: | 1703 |
Хула, çултан: | 1703 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 4 953,2 (2012) |
Хула лаптăкĕ: | 1439 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 59° 57' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 30° 19' х. т. д. |
Закрыть
1914 çулхи çурла уйăхĕн 31 хыççăн Петроград ятлă, 1924 çулхи кăрлачăн 16 хыççăн — Ленинград, 1991 çулхи авăн уйăхĕн 6 хыççăн каллех Санкт-Петербург ятлă пулнă. Хулана 1703 çулта Пётр I патша никĕсленĕ. 1712 — 1918 çулсенче Раççей Империĕн тĕп хули пулнă.
Халăх йышĕ 4 661,2 пин (2002) çынпа танлашать.
Хулара пĕтĕмпе 800 кĕпер патнелле, 218 вĕсенчен çынсем каçмаллискерсем.