Библи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Библи, — христианлăх тĕнĕн тĕп кĕнеки. Библине кĕнĕ текстсене Малти Хĕвелтухăçра 15 ĕмĕр хушши пухнă. Библи кӗнеки иудаизмра тата христианлăхра тĕн саккунĕсен кĕнеки шутланать.
Христианлăх Портал:Христианлăх | |
Библи | |
Виçпĕрлев | |
Христианлăх кун-çулĕ | |
Христиансен турă сăмахĕ | |
Христианлăх турачĕсем |
Библи икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ «Кивĕ Халал» ятлă (вăл иудейсен Танах ятлă), иккĕмĕшĕ — «Çĕнĕ Халал» ятлă. Пĕрремĕш пайне пирĕн эрăччен çырнă текстсем кĕнĕ. Вĕсене авалхи еврей чĕлхипе çырнă пулнă. Пурĕ перремеш пайне 39 кенеке кĕнĕ. Иккĕмĕш пайне пирĕн эрăн I—II ĕмĕрте çырнă текстсем кĕреççĕ. Ку çырăвсем христансемшĕн чи пахаллăхлисем шутланаççĕ.