Екатеринослав кĕпĕрни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Екатериносла́в кĕпĕрнине 1802 çулхи юпан 8-мĕшĕнче Çĕнĕ Раççей кĕпернинчен кăларса илсе туса хунă[1], центрĕ — Екатеринослав (халĕ Днепр). 1917 çулчен — Раççей империнче, 1917, чӳк — 1918, ака — Украина Халăх Республики, Украина халăх совет республикинче, Украина совет республикинче, 1919 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа — Украина Совет Социализм Республикинче, 1922 çулхи раштав уйăхĕнче Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕнче.
Çурçĕр енче Полтава тата Харьков кĕпĕрнисемпе, тухăç енче — Тан Çарĕн Облаçĕпе, кăнтăр енче — Азов тинĕсĕпе тата Тавăр кĕпĕрнипе, анăç енче — Херсон кĕпĕрнипе чикĕ тытнă.