Азов тинĕсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Азов тинĕсĕ (выр. Азовское море, укр. Азовське море, крым-тут. Azaq deñizi) — Хура тинĕсĕн çурçĕр-тухăç енчи шыв лаптăкĕ, Керчь пырĕпе (авалхи вăхăтра — Босфор Киммери, анлашĕ 4,2 км) Хура тинĕспе çыхăнать. Ĕлĕк грексем ăна Меоти кӳлли (греч. Μαιῶτις), римсем Palus Maeotis, скифсем Каргалук, меотсем Темеринда (тинĕс амăшĕ тенĕ); кайран арабсем Нитшлах е Бараль-Азов, турккăсем Барьял-Ассак е Бахр-Ассак (Тĕксĕм-кăвак тинĕс; паянкунхи турккă чĕлхипе Azakdenizi), генуэзсемпе венециансем Mare delle Zabacche (Mare Таnе) тенĕ. Азов тинĕсе хăйĕн ятне Азов хуларан илнĕ.