Вăрăм хӳреллĕ кăсăя
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăрăм хӳреллĕ кăсăя - çерçирен самях пĕчĕк кайăк.
Хутăш вăрмансенче пурăнать. Çăмартисем (10-12) шупка, кĕренрех пăнчăсемлĕ. Ами 12-18 кун пусса ларать. Çак йышши кăсăясен юрри кĕске, анчах вĕсем пĕр вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрне чĕнсе чĕриклетеççĕ. Вăрăм хӳреллĕ кăсăя çынна час хăнăхать, алла пырать.
Пирĕн тăрăхран вĕçсе каймаççĕ. Ытти йышши кăсăясемпе тата шăнчаспа пĕрле ушкăнланса пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çӳреççĕ.
Кĕркунне ытти çĕртен куçса килнĕ вăрăм хӳреллĕ кăсăясем пирки пирĕн тăрăхра вĕсен йышĕ самаях ӳсет.