Çын
From Wikipedia, the free encyclopedia
Этем (ним. Übermensch) — Фридрих Ницше «Саратуштра çапла каланă» ĕçĕнче хальхи çынран çав тери пахарах уйрăм тĕслĕ çынсене палăртма кĕртнĕ сăнар. Этем, Ф.Ницше теорипе, çын тĕсĕн кун-çулĕнчи тупсăмĕ шутланать, вăл пурнăçăн виталлă аффекчĕсен варри пулмалла. Этем — пурнăçа унăн чи хаяр экстремаллă тăрăмĕсенче ырлакан радикаллă эгоцентрик, çаплах хăватлă ирĕкĕпе кун-çулăн аталану вектăрне тĕл парса Тăвакан.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Этем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çын (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Homo (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
- Çак статья çын тенине пĕтĕмĕшле ăнланасси çинчен; биологилле тĕс çинчен пăхăр: Ăс-тăнлă этем.
Этемĕн прототĕсĕ шутне («иртсе каяйми пурнăç виртуозĕсем»), Ф.Ницше Александр Македонскине, Юли Цезаре, Чезаре Борджиана тата Наполеона кĕртнĕ.
Ницшĕн Этемĕн сăнарне темĕн тĕрлĕ вулавĕ пур:
- Христос тĕнĕнчи (Вяч. Иванов Этем вырăнне Иисус Христоса лартнă);
- культорологи (М. А. Блюменкранц Ф.Ницше çак шухăш-ĕмĕтне «ирĕклĕ ăнтăлăвĕн эстетизацийĕ» тенĕ);
- расăллă интерпретаци (Виççĕмĕш райхра Этем ăнлавне раса енчен çирĕпленнĕ несĕллĕ çын).
Ыйту тупсăмĕпе, Этемĕн çак трактовкăсем Ф.Ницше палăртнă сăнарпа хирĕçӳллĕ пулса тухаççĕ.