Юлашки шăнкăрав
From Wikipedia, the free encyclopedia
Юлашки шăнкăрав — традицине кĕнĕ шкулта вĕренсе тухакансен уявĕ. Шкулсенче çак уяв çу уйăхĕн вĕçĕнче, вĕренӳ çулне вĕçленĕ хыççăн, экзамен пуçланас умĕн пулать. Юлашки шăнкăрав чылай çул хушă вĕренӳ марафонĕ вĕçленнине кăтартать.
Краткие факты Юлашки шăнкăрав ...
Закрыть
Юлашки шăнкăрав — шкулăн мăн уявĕ, ăна вĕренсе тухакансем, вĕрентӳçсем тата ашшĕ-амăшĕсем валли тăваççĕ. Мăнаçлă церемонире хăнасем, директор, пĕрремĕш вĕрентӳçĕ, ашшĕ-амăшĕсем ăнăçу сăмахĕсене калаççĕ, пĕрремĕш класрисем саламлаççĕ.