Ылтăн тĕпек
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ылтăн тĕпек (лат. Regulus regulus) - чи пĕчĕк кайăксенчен пĕри, 5-6 грамм таять. Чăрăшлăхсене юратать. Çăмартисем (8-18) шурăрах е сарăрах, хĕрлĕ хăмăр пăнчăсемлĕ. Ами чĕпписене 13-16 кун хушши пусса ларать. Тарăн карççинка пек йăви чĕпписемшĕн тăвăр пулать, хăш чухне вĕсем унтан тухса ӳкеççĕ, анчах та хăйсемех чакаланса хăпараççĕ чăрăш çине. Ами çу каçа икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Ку кайăксем ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Хĕлле ытларах чухне çерçисемпе пĕрле вĕçсе çӳренине курма пулать. Чăвашра вĕсен йышĕ çителĕклĕ.
Подробнее ?Ылтăн тĕпек, Ăслăх классификацийĕ ...
? Ылтăн тĕпек | |||
---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | |||
|
|||
Латинла çырни | |||
Regulus regulus | |||
|
Закрыть