Шăван кайăк йышшисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шăван кайăк йышшисем - (лат. Certhiidae) — çерçи евĕрли вĕçен кайăксен йышĕ. Сăмси çинçе, кăштах аялла кукăр. Вĕсем йывăç тăрăх питĕ çивĕч утаççĕ. Йывăç хуппи айĕнчи хурт-кăпшанкăсене, эрешменсене тупса апатланаççĕ. Йăвисене шăван кайăксем вулапа кăштах хăйпăннă хупă хушшинче çавăраççĕ.