Улисс Грант
From Wikipedia, the free encyclopedia
Улисс Симпсон Грант (акăл. Ulysses Simpson Grant, çуралсан панă ячĕ Hiram Ulysses Grant, Хайрем Улисс Грант, Симпсон — амăшĕн хушамачĕ; Пойнт-Плезант, Огайо, Ака, 27 1822 - Уилтон, Нью-Йорк штачĕ Утă, 23 1885) — американ политика тата çар ĕçченĕ, АПШ Граждан вăрçи вăхăтĕнче çурçĕррисен çарпуçĕ, çар генералĕ (25 утă, 1866 — 4 пуш, 1869). АПШ 18-мĕш президенчĕ (4 пуш, 1869 - 4 пуш, 1877); чаплă çарпуçĕ пулнине пăхмасăр, историксем унăн президентлăхне сиввĕн йышăнаççĕ.
1913-мĕш çулхи 50 долларлă укçа хучĕ çине Грант сăн-питне вырнаçтарнă.