Пурлăх хисепĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Натураллă хисепсем — йĕркипе шутланă чухне пулса тухакан хисепсем.
Натураллă хисепсене икĕ майлă палăртаççĕ:
- япаласене шутласа пыни (нумĕрлени) пек (пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш…) —тĕнчери пур çĕршывсенче (Раççейре те) пĕтĕмĕшле çапла йышăннă.
- япаласен шутне кăтартса (япаласем çук, пĕр япала, икĕ япала…) — кăна Бурбаки ĕçĕсенче пĕтĕмĕшле йышăннă, унта натураллă хисепсене вĕçсĕр мар йышсен хăвачĕ пек палăртаççĕ.
Минуслă хисепсем тата тулли мар хисепсем — натураллă хисепсем пулмаççĕ.
Натураллă хисепсен йышне çапла символпа кăтартаççĕ: .
Натураллă хисепсен йышĕ вĕçĕ-хĕррисĕр — яланах кирек епле натураллă хисепрен пысăкраххи тупăнать.