Модерн
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ан пăтраштарăр модернизмпа
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Модерн (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Модерн (фр. moderne — хальхи), ар-нуво (фр. art nouveau, «çĕнĕ ÿнер»), югендстиль (ним. Jugendstil — «çамрăк тĕс») — илемлĕхĕн ÿнер юхăмĕ, ытларах XIX ĕмĕр вĕçĕ — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче (Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен), сарăлнă. Унăн уйрăм паллисенчен — тÿрĕ йĕрсенчен тата кĕтессенчен хăтăлса «çутçанталăк» йĕрĕсем патне туртăнни, çĕнĕ технологисемпе кăсăкланни (тĕслĕхрен, кил-çурт ÿнерĕнче), ал-ĕç ÿнерĕ аталанни курăнать.