Кăсăя йышшисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăсăя йышшисем – пĕчĕк те питĕ вăр-вар кайăксем. Кĕлетки тăршшĕ 20 сантиметртан, йывăрăшĕ 25 грамран иртмест. Йăвисене ытларах чухне йывăç хăвăлне тăваççĕ, сайра-хутра пӳрт-çурт хушăкĕсенче вырнаçтарать йăвине. Апачĕ ытларах хурт-кăпшанкăран тăрать, çырла тата курăк вăрри те çиеççĕ. Ку йышра 60 ытла тĕс кĕрет, пирĕн республикăра 7 тĕс пулать.