Герпетологи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Герпетологи (ав.гр. ἑρπετόν — «шуса çӳрекен, çĕлен, чĕрчун + λόγος — «сăмах, калаçни») — зоологи пайĕ, çĕрти-шыврисене (е амфибисене) тата шуса çӳрекенсене (е рептилисене) тĕпчекен ăслăлăх. Хăш чухне çĕрти-шыврисен ăслăлăхне батрахологи (ав.гр. βάτραχος — шапа) теççĕ.
Çĕленсем çинчен сăмах пыракан ăслăлăх пайне серпентологи (лат. serpens — çĕлен; акăл. serpentology, фр. ophiologie, ав.гр. ὄφις — çĕлен) теççĕ.