Юлиус тата Этель Розенбергсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ю́лиус Розенберг (акăл. Julius Rosenberg; 12 ҫу 1918 — 19 ҫӗртме 1953) тата унӑн арӑмӗ Этель (хӗр хушамачӗ Грингласс, акăл. Ethel Greenglass Rosenberg - американ коммунисчӗсем, вӗсене шпион ӗҫӗшӗн тата американ йӗтре хӗҫпашал вӑрттӑнлӑхӗсене ССРПне панӑ тесе айӑпланӑ та 1953 çулта вӗлернӗ. Розенбергсем АПШра шпион ӗҫӗшӗн вӗлернисенчен Сивлек вăрçă вӑхӑтӗнчи пӗртен пӗр граждан ҫыннисем пулнӑ.