Эрих фон Манштайн
From Wikipedia, the free encyclopedia
Э́рих фон Манштайн (Леви́нски) (ним. Erich von Manstein)[1] (чӳк, 24, 1887, Берлин — çĕртме, 10, 1973, Иршенхаузен, Бавари) — нимĕç генерал-фельдмаршалĕ, Пĕремĕш тата Иккĕмĕш Тĕнче вăрçисене хутшăннă. Гинденбург тăванĕн ывăлĕ.
Эрих фон Манштайн | ||||||||||||
ним. Erich von Manstein | ||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1887, чӳк, 24 | |||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Берлин, Прусси патшалăхĕ, Германи империйĕ | |||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1973 çĕртме, 10 | |||||||||||
Вилнĕ вырăн | Иршенхаузен, Бавари, ФРГ | |||||||||||
Пăхăнулăх |
Германи империйĕ | |||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1906—1944 | |||||||||||
Хисеп | генерал-фельдмаршал | |||||||||||
Командăланă |
18-мĕш пехота дивизийĕ 1938 | |||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем |
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи
| |||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
| |||||||||||
Отставкăра | хупнăскер, пенсионер, мемуарист |
Унăн вермахтра чи пултаруллă стратег репутации пулнă тата вăл нимĕç генералитечĕн лидерĕ шутланнă[2].
1939 çулхи авăн уйăхĕнче Польшăна ярса илнĕ чухне фон Рундштедт генерал-полковник ертсе пынă «Кăнтăр» çар группин штаб пуçлăхĕ пулнă. Францие тапăнса кĕмелли тĕп шухăша сĕннĕ. 1944 çулта Гитлерпе темиçе хутчен те пĕр шухăшлă пулманнишĕн отставкăна янă.
Вăрçă вĕçленсен ăна британ трибуналĕ «граждан халăхĕн пурнăçне хӳтĕлеме кирлĕ таран тимлеменшĕн» тата çунтарнă çĕр тактикипе усă курнăшăн тĕрмене 18 çуллăха хупнă. 1953 çулта сывлăх начаррине пула ирĕке кăларнă. Анăç Германи правительствин вăрçă канашçи пулса тăрăшнă.