Эдинбург
From Wikipedia, the free encyclopedia
Эдинбу́рг (акăл. и акăлч.-шотл. Edinburgh — [ˈɛdɪnˌbrə] пек вуланать, гэл. Dùn Èideann — [tuːn ˈeːtʃən] пек вуланать) — Шотланди тĕп хули, калăпăшĕпе иккĕмĕш хула, пĕр ятлă облаçĕн администраци центрĕ.
|
Шотландин тухăç тинĕс хĕрринчи (Вăта Шотланди айлăмĕн çĕрĕнче) Ферт-оф-Форт кӳлмекĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă. 1437 çултанпа Шотланди тĕп хули.
Хулара Эдинбург университечĕ вырнаçнă. Эдинбург районĕсене — Ватă хулапа Çĕнĕ хулана — 1995 çулта ЮНЕСКО йĕркеленӳлĕхĕн Тĕнче кăнарлăхĕ йышне кĕртнĕ. 2001 çулхи халăх çыравĕпе, Эдинбургра 468 070 çын пурăннă.
Çурлара хулара тĕнчипе паллă пысăк темиçе темăллă Эдинбург фестивалĕ иртет. Çак вăхăта хулари халăх йышĕ çулçӳревçĕсем пухăннипе икĕ хутчен ӳсет. Туллипе каласан, Эдинбурга çулсерен 13 млн яхăн çулçӳревçĕ килсе курать, çакна пула вăл Аслă Британире (Лондон хыççăн) иккĕмĕш çулçӳрев паллă вырăнĕ шутланать.