Чечек
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чечек (нум. чечексем, лат. flos -oris, грек ἄνθος -ου) — чечеклĕ ӳсентрансен вăрлăхпа ĕрчемелли кăткăс орган. Чечек - ылмашнă, кĕскелнĕ тата тăршшĕне чаракланă, спора, гамета пулма ятарлă хатĕрленĕ хунав. Ун вĕçĕнче вăрлăхлă çимĕç çитĕнет. Чечексем формипе, калăпăшĕпе тата пайĕсем пĕр пĕрин тавра вырнаçнипе тĕрлĕ йышши пулаççĕ. Шапа пăтти йышĕнчи ӳсентрансен чечекĕ 1 мм яхăн çеç пулсан Суматра утравĕнче тĕл пулакан Арнольд Раффлезин (Rafflesia arnoldii R.Br.) чечекĕ 91 см диаметăрлă (3 ярд) тата 11 кг таран таяççĕ[1].