Чакак
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чакак (лат. pica pica) - чанаран кăшт пысăкрах кайăк. Чĕпĕ кăларма юханшыв тăрăхĕсене суйласа илет. Хĕлле çынсем пурăнакан вырăнсене куçма тăрăшать. Çăмартисем (3-9) шупка симĕс, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ака пуçламăшĕнче чĕп кăларма лараççĕ. Вĕсене эрешменсемпе, шăнасемпе, кăткă çăмартисемпе, лĕпĕш хурчĕсемпе тăрантараççĕ. Кĕркунне çырласем те çиеççĕ. Хĕллехи вăхăтра çын пăрахнă апат юлашкисене пуçтараççĕ. Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк.