Чăваш литератури
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш литератури — чăвашла хайланă литература[1]. Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, чăн малтанах илемлĕхлĕ литература пирки кунта сăмах пырать. Ку самант каламасăрах паллă пек шутланать. Чăваш чĕлхипе çырнă хайлавсем пурте чăваш литературин шутне кĕреççĕ. Анчах та ку йышран фольклорла хайлавсене уйăрса илсе уйрăммăн пăхмалла. Авторлăхлă литературăна, — унта кашни хайлава кам çырнине палăртнă, атрибуциленĕ, текстне канонланă , — малашне улăштарассинчен сыхласа упрама тата улăштармашкăн чарма та май пур. ( Авторĕ çеç, паллах, хăй чĕрĕ чухне, улăштарма пултарать). Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсен палăртнă авторĕсем çуккине кура, вĕсен тĕлĕшĕпе апла тăваймстăн. Уйрăм фольклористсем çырса илнĕ вариантсем, чăн та, историре хăйне майлăн пĕлтерĕшленсе юлма пултараççĕ. Анчах та ку вăл, çапах та, канон мар.