Хайфа
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хайфа (ивр. חֵיפָה, арап. حَيْفَا) — Израилӗн пысӑкӑшӗпе виҫҫӗмӗш вырӑнти хула, халӑхӗ - еврейсемпе арабсем хутӑш. Хайфа таврашӗн тата ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти чи пысӑк тӗп хули шутланать.
Хайфа транспорт, промыҫлӑх тата этеплӗх енчен пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗм Израиль патшалӑхӗ ҫине витӗм яракан хула, тинӗс суту-илевӗн тӗп хули. Чи пӗрремӗш кунӗсенченех тинӗс портлӗ хула пулнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче те Хайфан хула символӗсенчен пӗри порт, ку Израилӗн икӗ чи пысӑк суту-илӳ порчӗ пулса тӑрать.
Хайфа Кармель тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ.
Халӑхӗ — 283 640 ҫын. (2018).