Физикăлла географи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Физикăлла геогра́фи — географилле йăлхахăн тытăмне, динамикине тата функциленине, çавăн пекех тытăм уйрăмĕсене — çутçанталăк-территори комплексĕсемпе компоненчĕсене — кирлĕ тĕллевсемпе тĕпчекен ăславсен тытăмĕ. Физикăлла географи вăл географин тата çутçанталăк пĕлĕвĕн пайĕ пулса тăрать.
Физикăлла географин çакăн пек уйрăмсем пур:
- пĕтĕмĕшле çĕр пĕлĕвĕ;
- ландшафт пĕлĕвĕ.
Çавăн пекех:
- биогеографи,
- тăпрасен географийĕ,
- геоморфологи,
- ландшафт геофизики,
- ландшафт геохимийĕ,
- гляциологи,
- палеогеографи,
- криолитологи (хăш чух ăна геологи çумне çыпăстараççĕ).
Гидрометеорологилле ен:
- метеорологи
- климатологи,
- типçĕр гидрологийĕ,
- океанографи.
Асăннисенчен кашниех юнашарла çÿтçăнталăк ăславне те пырса тивет (сăмахран, геоморфологи тата палеогеографи — геологи патне, биогеографи — биологи патне т. ыт. те). Физикăлла географи геоэкологипе, картографипе, геоинформатикăпа тата экономикăлла географипе çыхăннă.