Фауна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Фа́уна (лат. Fauna — вăрмансемпе хирсен майра турри, янаварсен кĕтĕвĕсене пăхса тăраканскер) — чĕрчунсен тĕсĕсен уйрăм территорире пурнакан йышĕ. Хуть те мĕнле территорин фауни тĕссен пĕрешкел ареалĕсене пĕрлештерекен тĕрлĕ фаунăлла комплекссенчен тăрать[1].
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фауна пăхăр.
Фауна тенине чĕрчунсен тĕнчи ăнлавпа пăтараштармалла мар: вĕсен хушшинче уйрăмлăхсем пур.