Улшăнуллă ток
From Wikipedia, the free encyclopedia
Улшăнуллă ток тесе, пĕтĕмĕшле илсен, улшăнакан хуть те мĕнле тока та калама пулать темелле. Анчах та чăннипе ку ăнлава ытларах чухне ансăр пĕлтерĕшпе усă кураççĕ.
Улшăнуллă ток тенине акăлчанла alternating current тесе куçараççĕ пулин те, ку терминсем эквивалентлă мар. Çав alternating current (AC) тени ансăр пĕлтерĕшпе синусоидăлла тока пĕлтерет, анлă пĕлтерĕшпе вара — периодла тĕрлĕ енлĕ тока (икĕ енлĕ периодла тока). Электроприборсенче паллă туни: е (синусоида палли), е латтыньле саспаллисемпе .