Тьюринг, Алан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Алан Тьюринг – (03.06.1912, Лондон, Англи- 07.06.1954, Вилмслоу, Чешир, Англи) - математика, логика, криптография, информатика енĕпе ĕçленĕ ăсчах. Тьюринг машинине тата Тьюринг тестне шутласа кăларакан. Лондон король пĕрлĕхĕн пайташĕ[1].
Тьюринг Алан | |
Alan Mathison Turing | |
16 çулта. | |
Çуралнă вăхăт: | 03 çĕртме 1912(19120603) |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Лондон Англи |
Вилнĕ вăхăт: | 07 çĕртме 1954 |
Вилнĕ вырăн: | Вилмслоу, Чешир, Англи |
Патшалăх: |
Аслă Британи |
Ăслăх сфери: | математика, логика, криптографи, информатика |
Альма-матер: | Король колледжĕ, Кембридж, Принстон университечĕ |
Паллă вĕренекенсем: | Робин Ганди |
Паллă: | Тьюринг машинине тата Тьюринг тестне шутласа кăларакан |
Чыславсемпе парнесем |
|
Вăл 1936-мĕш çулта сĕннĕ абстрактлă Тьюринг машини алгоритм ăнлавне формализациленĕ [2], хальхи кунччен ăна нумай теорипе практика ĕçĕсенче усă кураççĕ. А. Тьюрингăн ĕçĕсем информатика (çав шутра искусствеллă интеллект теоринче) пысăк выран йышăнаççĕ[3].
2-мĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Тьюринг Блетчли-паркĕнче вырнаçнă Патшалăх çыхăнăвен центрĕнче ĕçленĕ. Унта Тĕнел çершывĕсен кочĕсемпе шифрĕсене уçма тăрашнă. Вăл нимĕç тинĕç-çар флочĕн çыхăну пĕлтĕвĕсен криптоанализне ертсе пынă. Тьринг темиçе меслет шутласа тупнă, çăв шутра нимĕçсен Enigma шифраторĕн кодне уçакан Bombe машинин теори базине.
- Тĕп статья: :ru:Криптоанализ «Энигмы»