Терци (йĕрке)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Те́рци (исп. tercio) — Европăра XVI ĕмĕрти — XVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи çапăçусенче хăйне лайăх кăтартнă Габсбургсен Испани Империйĕн тактикăри виçи.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Терци пăхăр.
Терцире çар ăрачĕн çак тĕсĕсем — пикинёрсем, хĕçлисем тата аркебузирсем тата/е мушкетёрсем — кĕнĕ. Вăрçă теорипе, терци йышĕнче 3000 салтак кирлĕ пулнă, практикăра ĕнтĕ çурри патнелле кăна пуçтарăннă. Испан терцисем Европăри тактикăра пĕрремĕш виçесем шутланнă, терцисене йĕркери дисциплинăна питĕ лайăх пĕлекен, хатĕрленнĕ профессионалсем хăйсен ирĕкепех кĕнĕ. Хăш чухне терцие испансен каре тенĕ. Рокруа патĕнчи çапăçуччен терцие никам та çĕнтереймен.