Сӑваплӑ Елена утравӗ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сӑваплӑ Елена утравӗ (акăл. Saint Helena) — вулкан сирпӗнӗвӗнчен пулса тухнӑ утрав. Атлантика океанӗнче Африкӑран 1800 км хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ тата Аслӑ Британин тинӗс леш енчи Сӑваплӑ Елена утравӗ, Вознесени тата Тристан-да-Кунья ҫӗрӗсен пайне кӗрет (ҫапла вара, Аслӑ Британин, анчах унӑн пайӗ мар). Утравӑн пысӑках мар пайӗ (0,14 км²) — Наполеон Бонапарт пурӑннӑ икӗ ҫурт тата ӑна пытарнӑ вырӑн — Франци шутне кӗрет.