Саркайăк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Саркайăк - шăнкăрчран пысăкрах кайăк. Çутă вăрмансенче, парксемпе садсенче вăрттăн пурăнать. Сасси тăрăх кăна тупма пулать. Çăмартисем (4-5) хура пăвăр пăнчăсемлĕ, шурă тĕслĕ. Çырласем пиçсе çитнĕ вăхăтра çырласем çине тапăнаççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче каяççĕ. Вăта тăрăхра пур çĕрте те тĕл пулать.
Вĕçен кайăксен асăннă уйрăм тĕсне поэзири «саркайăк» сăнарпа пăтраштармалла мар.