Руаль Амундсен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ру́аль Э́нгельбрегт Гра́внинг А́мундсен (норв. Roald Engelbregt Gravning Amundsen; утă, 16 1872 — çĕртме, 18 1928) — норвежски полюс тĕпчевçи, Р. Хантфорд калашле «Полюс çĕршывĕсен Наполеонĕ» [1].
Кăнтăр полюсне çитнĕ пĕрремĕш çын (раштав, 14 1911 çул). О. Вистингпа пĕрле икĕ полюсра та пулнă пĕрремĕш çын. Çурçĕр-хĕвеланăç тинĕс çулĕпе Канада проливĕсем витĕр пĕрремĕш тухнă, каярах Çурçĕр-хĕветухăç тинĕс çулĕпе те тухнă, çĕр чăмăрĕ таври çула поляр кругĕ леш енче пĕрремĕш вĕçленĕ. Арктикăра авицине (гидромамолет тата дирижабль) усă курма тытăнакансен пĕри. 1928-мĕш çулта Нобиле Умбертăн çухалнă "Итали" дирижабль экспедицине шыранă чухне вилнĕ.