Пысăк шăлан кайăкĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пысăк шăлан кайăкĕ (лат. Lanius excubitor) — шăнкăрчран пысăкрах кайăк. Çерçи йышне кĕрет. Е вăрман хĕррисенче, е, ытларах чухне, уй варринче ӳсекен темиçе йывăçлă вырăнсенче пурăнать. Çăмартисем хăмăртарах пăнчăллă симĕсрех шурă (4-6). Ами 15 кун пусса ларать. Кăнтăралла каймаççĕ. Вырăнтах куçса çӳресе хĕл каçаççĕ. Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра сахал.