Палеарктика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Палеарктика — биогеографи регионӗ, унӑн шутне Европа, Гималайсенчен ҫурҫӗрелле Ази тата Арави ҫурутравӗсӗр пуҫне, тата Ҫурҫӗр Африка Сахара пушхирӗн кӑнтӑр хӗрри таран, кӗреҫҫӗ.
Ку региона материксен палӑртнӑ пайӗсемпе ҫывӑх утравсем те кӗреҫҫӗ. Палеарктика регионӗ палеоген тапхӑрӗнче, унта ӳсентӑҏансемпе чӗрчунсен ҫӗнӗ калӑпӑшӗсем аталансан пулса тӑнӑ. Палеарктика Неарктикапа (Ҫурҫӗр Америка Мексикана ҫити тата Гренланди) пӗрле пур ҫурҫӗр ҫурма ҫӗр чӑмӑрӗ патне биогеографи регионне - Голарктикана туса хураҫҫӗ