Окситан чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Оксита́н чĕлхи, прованс чĕлхи[1][2] (окс. occitan, óucitan, çапла вуланать [u(t)siˈtaⁿ, u(t)siˈtɔ, ukʃiˈtɔ], çаплах окс. lenga d'òc, [ˈleŋɡɔ ˈðɔ(k)]; фр. occitan, langue d’oc) — Окситанире пурăнан вырăнти халăхăн чĕлхи, Францин кăнтăрĕнче, Испанири тата Италири юнашар пурăнакан, çаплах кăштах Монакăри халăхсен чĕлхи. Ячĕсен варианчĕсем: провансаль (provençal, proençal), лимузен (lemozì), ок (lenga d’oc, фр. langue d'oc) чĕлхе, роман (roman), трубадурсен чĕлхи (Лободанов, Морозова, Челышева, 2001, стр.=278). Раççей романисчĕсем окситан чĕлхине индоевропа чĕлхисен йышңе кĕрекен роман ушкăнĕнчи галл-роман кĕçĕн ушкăнне кĕртеççĕ. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем (А. Кун, Г. Рольфс, В. Гарсия де Диего) роман чĕлхисен уйрăм пиреней ушкăнне кĕртеççĕ, унтах окситан, каталан, гаскон тата арагон чĕлхисене (Лободанов, Морозова, Челышева, 2001, стр.=279) кĕртеççĕ. Урăх лингвистсем окситан чĕлхине каталан чĕлхипе пĕрле окситан-роман кĕçĕн ушкăнне кĕртеççĕ. Темиçе диалект — çурçĕр тата кăнтăр ушкăнĕ — тата вырăнти калаçусем кĕреççĕ.
Окситан чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Франци, Итали, Испани, Монако |
Официаллă статус: | Испанири Валь-д’Аран район (комарка) |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа йышĕ
| |
Çырулăх: | латиница |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | окс 517
|
ISO 639-1: | oc |
ISO 639-2: | oci
|
ISO 639-3: | oci |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Хальхи вăхăтра хăйсен кулленхи пурнăçĕнче окситан чĕлхине икĕ миллиона яхăн çын усă курать.
XIII-XIX ĕмĕрсенче Францин кăнтăр çĕрĕсем Лангедок ( тепĕр майлă «ок чĕлхин таврашĕ») пек паллă пулнă. Ку вăл «çапла» сăмах окситан чĕлхинче «ок» пек илтĕннĕ пирки пулнă. Чĕлхе те вара окситан ятлă пулса кайнă.
IX-пе XIII ĕмĕрсен хушшинче окситан чĕлхи çинче питĕ нумай литература çырнă пулнă. Окситан чĕлхи юруспруденцинче тата саккунсем кăларнă вырăнта усă курăннă. 1539 çулта Франциск I Франци патши франци чĕлхине пĕтĕм патшалăхăн официаллă чĕлхи туса хунă.
Аслă Франци революциĕ хыççăн Францире ытти чĕлхесене франци чĕлхипе улăштарас ĕçе пикеннĕ. 1951 çулта, Дексон саккунне йышăннă хыççăн, окситан чĕлхине вырăнти чĕлхесемпе калаçусем шутне кĕртнĕ. Кун хыççăн ăна вĕренӳ заведениĕсенче факультативлă майпа вĕренме шанăç панă. Анчах халĕ те ку чĕлхене кулленхи пурнăçра кăна усă кураççĕ.