Нуль çине пайласси
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ноль çине пайлани математикăра — пайлассин тăвăмĕ (пĕр палăрăмĕ), енчен те пайлаканни нуль пулсан. Кунашкал пайланине символсемпе ак çапла кăтартаççĕ: , кунта — пайланаканни.
Чăн хисепсемпе аппаланакан арифметикăра кунашкал пайланин пĕлтерĕше çук, унта нуль çине пайламаççĕ.
Алгебрăн чылай енĕсенче те (калăпăр, уйсем, ункăсем тĕлĕшпе) нуль çине пайлани çук. Анчах та хайхи «ункă» тенисене анлăлатса кустăрма текен алгебрăлла тытăмсем патне пырса тухма пулать. Унта вара нуль çине пайлани пур.