Николай II
From Wikipedia, the free encyclopedia
Николай II Александрович (6 [18] çу 1868, Патша Сали - Утă, 17 1918, Екатеринбург) — Пĕтĕм Раççей Ĕмпÿвĕ, Польша Патши тата Финлянди Аслă Кнеçĕ, Раççей Ĕмпÿвĕ (Юпа, 20 [Чӳк, 1] 1894 - 2 [15] пуш 1917). Романовсен ĕмпÿ кил-йышĕнчен пулса тухать. Полковник (1892); унсăр пуçне, унăн британи монархĕсенчен тинĕс çар адмиралĕн (1908-мĕш çулхи 28 çу) тата британи çарĕн фельдмаршалĕн (1915-мĕш çулхи 18 раштав) чинĕсем пулнă.
Николай II Александрович | |
Николай II Александрович | |
Çуралнă чухнехи ят | Николай II Александрович |
---|---|
Чӑн ят | выр. Николай II Александрович |
Çуралнă вăхăт | Çу, 6, (18) 1868 |
Çуралнă вырăн | Патша Сали, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | Утă, 17, 1918 (50 -ре) |
Вилнĕ вырăн | Екатеринбург, Пермь кĕперни, Совет Раççейĕ |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ |
Ашшĕ | Александр III |
Амăшĕ | Мария Фёдоровна |
Арăмӗ | Александра Фёдоровна |
Ачисем | хĕрĕсем: Ольга, Татьяна, Мария тата Анастасияывăлĕ: Алексей ывăлĕ: Алексей |
Премисемпе чысланисем | |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Николай II Раççея тытса пынă вăхăт экономикаллă аталану илнипе тата çав вăхăтрах çĕршывра социаллă-политикаллă хирĕçлĕхĕсем ÿссе пынипе, революциллĕ юхăмпа, каярах 1905-1907-мĕш çулсен революцине тата Февраль революцине 1917-мĕш çулхи пулса çитнипе; тулаш политикара — Инçет Хĕвелтухăçри экспансипе, Японипе вăрçăннипе, Раççей европа çĕршывĕсен çар пĕрлешĕвĕсенче тата Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче хутшăннипе пĕлтерĕшлĕ.
Николай II 1917-мĕш çулхи Февраль революци хушшинче астултан сирĕннĕ те кил-йышĕпе Патша Салинчи керменĕнче килти арестра пулнă. 1917-мĕш çулхи çу уйăхĕсенче Вăхăтлă правительство йышăннипе ăна çемьипех Тобольска леçнĕ, 1918-мĕш çулхи çуркунне большевиксем ăна Екатеринбурга куçарнă, 1918-мĕш çулхи утă уйăхĕнче ăна пĕтĕм çемьипе тата çывăх çыннисемпе пĕрлех персе вĕлернĕ.
Арăмĕпе тата ачисемпе пĕрле Вырăс православи чиркĕвĕ 2000-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна страстотерпец тесе сăваплă ят панă , унччен те маларах, 1981-мĕш çулта, тулашри Вырăс чиркĕвĕ ăна асапçă ятне панă.