Людовик XVI
From Wikipedia, the free encyclopedia
Людовик XVI (фр. Louis XVI; 23 ҫурла 1754, Версаль, — 21 кӑрлач 1793, Париж) 21 авӑн 1792 хыҫҫӑн официаллӑ Луи Капет (фр. Louis Capet) ятлӑ пулнӑ — Бурбонсен династийӗнчен тухнӑ Франци патши, Людовик Фердинанд дофинӑн ывӑлӗ, 1774 ҫулта аслашшӗнчен, Людовик XV-рен юлнӑ астула ларнӑ. Франци Кивӗ йӗркин юлашки монархӗ. Унӑн вӑхӑтӗнче Генераллӑ штатсене чӗнсе пуҫтарнӑ хыҫҫӑн 1789 ҫулта Франци Аслӑ революцийӗ пуҫланнӑ. Малтанах Людовик 1791 ҫулхи конституцине йышӑнса илнӗ, абсолютизмран сирӗнсе конституциллӗ монарх пулса тӑнӑ, анчах кӗҫех революционерсен ӗҫӗсене хӑюсӑр пулин те, хирӗҫ тӑма пуҫланӑ тата ҫӗршывран тарма та тӑнӑ. 21 сентября 1792 ҫулхи ӑна астултан хӑтарнӑ, кӗҫех Конвент хушнӑ тӑрӑх гильотинапа пуçне касса вĕлернĕ.
Людовик XVI | |
Louis XVI | |
Чӑн ят | фр. Louis XVI |
---|---|
Çуралнă вăхăт | ҫурла, 23, 1754 |
Çуралнă вырăн | Версаль Франци |
Вилнĕ вăхăт | кӑрлач, 21, 1793 |
Вилнĕ вырăн | Париж Франци |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Людовик Фердинанд, Франци дофинӗ |
Амăшĕ | Саксонин Мария Жозефи |
Арăмӗ | Мария-Антуанетта |
Ачисем |
Людовик Жозеф, Франци дофинĕ Франци Мария Терези (Madame Royale) Людовик XVII София-Елена-Беатрис |
Премисемпе чысланисем | |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар | |
Произведения Викивулавăшра |
Астултан ҫапса антарсан республикансем XVI Людовикран патша ятне туртса илсе Капет (фр. Capet), Капетингсен династине никӗсленӗ Гуго Капет ячӗпе (Бурбонсен династийӗ вӗсенчен тухнӑ), хушамат панӑ.