Людовик XV, (фр.Louis XV; 15 нарӑс 1710, Версаль — 10 ҫу 1774, Версаль) — Людовик XV (фр. Louis XV), официаллӑ ячӗ Юратнӑ (фр.Le Bien Aimé; ) — 1 авӑнтан 1715 Франци королӗ, Бурбонсен династийӗнчен тухнӑ. Тӗнче тата франц кун-ҫулӗнче аслӑ аслашшӗ, унчченхи Франци королӗ Людовик XIV хыҫҫӑн чи нумай вӑхӑт астулта ларнӑ патша. Ҫав рококо тенӗ тапхӑр франци культури аталаннипе паллӑ, анчах ытла та нумай астулта ларни халӑх хуҫалӑхӗ юхӑнса кайма пуҫланипе тата ҫӗршывра пӑлхавлӑ кӑмӑлсем тапраннипе паллӑ. Халап тӑрӑх, вӑл «Манӑн хыҫҫӑн шыв илтӗр» тенӗ имӗш, вара вӑл калани пурнӑҫланнӑ — «шыв илни» - Францин Аслă революцийĕ унӑн мӑнукне, XVI-мӗш Людовика кӗтсех тӑнӑ.