Красноярск Енӗ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Красноя́рск Енӗ[1] — Раççей Федерацин Çĕпĕр федераци тăрăхĕнчи субъекчĕ; Тухăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрет. Территорипе Раççейре енсенчен чи шултри шутланать. Лаптăкĕ — 2 366 797 км²: кăштах Казахстан е Аргентина территоринчен пĕчĕкрех, Мексикăран пысăкрах пулать.
Тĕнчери администрациллĕ-территориллĕ виçесем хушшинче Якутипе Анăç Австрали хыççăн, виççĕмĕш вырăнта.
1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. Администраци центрĕ — Красноярск хула. Хальхи чикĕсем Енисей кĕпĕрнин чиккисемпе пĕрех темелле.
Тухăç енче Якутипе тата Иркутск облаçĕпе, кăнтăр енче Тăвапа тата Хакасипе, Кемĕр, Томск облаçĕсемпе, анăç енче Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе чикĕ тытать. Çурçĕрелле Кар тинĕсĕ урлă Архангельск облаçĕпе (Çĕнĕ Çĕр) кӳршĕлле.