Кеплер саккунĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ке́плер саккунĕсем — планетăсен гелиоцентрикăлла орбитисене çырса кăтартакан эмпирикăлла виçĕ шайлашулăх, вĕсене Иоганн Кеплер Тихо Браге тунă астрономилле сăнавсене тĕплĕн тишкернĕ май тупса палăртнă[1], ĕçĕсене 1609-мĕш[2] тата 1619-мĕш[3] çулсен хушшинче кун çути кăтартнă.