Караваджо
From Wikipedia, the free encyclopedia
Микела́нджело Меризи (е Америги) да Карава́джо (итал. Michelangelo Merisi (Amerighi) da Caravaggio); 1571 çулхи авăнăн 29-мĕшĕ, Милан — 1610 çулхи утăн 18-мĕшĕ, Порто-Эрколе) — итал ӳнерçи, XVII-мĕш ĕмĕрти Европа ÿнерÿне чикĕсĕр харсăр пултарулăхĕн чĕрĕ сĕткĕнĕпе çĕнĕрен хăватлантарнă.1591-1610-мĕш çулсенче Римра, Неапольте, Мальтапа Сицилире ĕçленĕ. Ĕçĕсенче çынна тулашĕнчен те чун-кăмăл енчен те чăн пурнăçран сăнаса ÿкернĕ, ÿнер ĕçĕсенче çĕнĕ меслетпе—çутăпа тата мĕлкепе анлă усă курнă, çав мел сăнарсен шухăш-кăмăлĕсене тарăнрах ăнланма май парать. Вăл вăхăтра илемлĕ ÿнер ĕçĕнче маньеризм хуçаланнă, тĕслĕхрен: Чезари тата Федерико Цуккари. Караваджо пултарулăхĕ маньеризма аркатса барокко тапхăрĕн ÿнерçисене вăйлă витĕм хунă; Рубенса, Жорж де Латура, Сурбарана, Веласкеса, Рембрандта, Хосе Риберана, Артемизия Джентилескине. Унсăр пуçне унăн пуян еткерĕ паянхи илемлĕ ÿнершĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Карава́джо | |
итал. Michelangelo Merisi (Amerighi) da Caravaggio | |
Караваджо сăнарĕ,Оттавио Леони 1621 | |
Çуралнă вăхăт: | 1571 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Милан |
Вилнĕ вăхăт: | 1610 |
Вилнĕ вырăн: | Порто-Эрколе |
Жанр: | историлле сăнар ĕçĕ |
Вĕренӳ: | Симоне Петерцано |
Стиль: | Ломбарди ӳнер шкулĕ, реализм |
Викиампарти ĕçсем |