Зефир (халаплăх)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Зефир (ав.-греч. Ζέφυρος) — Авалхи грек халаплăхӗн паттӑрӗ, иккӗмӗш ӑрури турӑ. Астреяпа Эосӑн ывӑлӗ, Борейӑн, Эврӑн тата Нотӑн тӑванӗ. Ӑна Гомерӑн «Илиадинче» (II, 147 тата ыт. те) асӑнаҫҫӗ. Ҫемҫе ҫӑмӑл ҫиле, ҫуркунне килессине пӗлтерекенӗ. Унпа Рим халаплăхӗнчи чечек-ҫеҫке турри Фавоний пӗр танлӑ.
Зефирӑн савни - Хлорида (Рим халаплăхӗнче — Флора), вӗсен ывӑлӗ Карпос.