Джузеппе Верди
From Wikipedia, the free encyclopedia
Джузеппе Фортунино Франческо Верди (итал. Giuseppe Fortunino Francesco Verdi, 10 юпа 1813, Буссето хулипе юнашар Ронколе ятлă вырăнта çуралнă, Франци импери — 27 кăрлач 1901, Милан, Итали) — итал композиторĕ, унăн пултарулăхĕ тĕнчери опера ÿнерÿн чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри пулса тăрать тата XIX ĕмĕрти итал оперине аталантарса чи çÿллĕ шая хăпартать.
Краткие факты Тĕп хыпар, Тулли ят ...
Джузеппе Верди | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Джузеппе Фортунино Франческо Верди |
Çуралнă вăхăт | 1813 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Ронколе, Итали |
Вилнĕ вăхăт | 1901 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Милан, Итали |
Патшалăх | |
Профессисем | композитор, дирижёр |
Инструментсем | фортепиано |
Жанрсем | романтизм |
http://www.giuseppeverdi.it/ |
Закрыть
Композитор 28 оперăпа пĕр реквием хайланă. Унăн чи чаплă оперисем: «Бал-маскарад», «Риголетто», «Трубадур», «Травиата». Пултарулăхĕн тÿпире — юлашки оперисем: «Аида», «Отелло» тата «Фальстаф» тăраççĕ.