Герман йăхĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Герман йăхĕсем (лат. Germani) — инди-европа чĕлхисен шутне кӗнӗ тӑванлӑ йăхсен ушкӑнӗ (вуншар йӑх шута пулать), вӑл хальхи: Дани ҫӗрӗсене, Норвегипе Швецин (яланхи пекех ку истори саманине тевтон тапхӑрӗ теҫҫӗ ) кӑнтӑр ҫыранӗсене йышӑннӑ пулнӑ.
V ӗмӗр тӗлне герман йăхĕсем Рейнпа Висла тӑрӑхӗн анлӑ ҫӗрӗсене хӗвеланӑҫран хӗвелтухӑҫа ҫити, кӑнтӑрта Дунайпа Днепр тата кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫра Меот тинӗсӗ таран йышӑннӑ. Этнонимпе бронза ӗмӗрӗпе Халӑхсен аслӑ куҫавӗн тапхӑрӗ вӗҫиччен ытларах герман чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ. VII ӗмӗр тӗлне миграцисене кура авалхи германсем ытти халӑхсемпе хутшӑнса чылай европа нацисене пӑчӑртанма май панӑ.