Википеди
From Wikipedia, the free encyclopedia
Википе́ди (акăл. Wikipedia, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ [2] универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.
Wikipedia Википеди | |
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕн экран ӳкерчĕкĕ. | |
URL: | www.wikipedia.org |
---|---|
Коммерци: | Çук |
Сайт тĕсĕ: | Онлайн-энциклопеди |
Регистраци: | Ыйтмаççĕ(хăш-пĕр уйрăмсенче çеç статьясене тӳрлетнĕ чухне кирлĕ) |
Чĕлхе(сем): | 236 тĕрекленнĕ уйрăмĕсем (пĕтĕмпех 267) |
Сервер вырнаçнă: |
Тампа, Флорида (АПШ) Амстердам (Голланди) Сеул (Корей) |
Харпăрçă: | Викимеди фончĕ (тупăшсăр) |
Автор: | Джимми Уэйлс тата Ларри Сэнгер[1] |
Wikipedia Википеди Викиампарта |
Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать[3].
Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.
Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă[4].
Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă[5] сайт[6][7][8]
Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.[9]