Вăтам Атăлçири ĕлĕкхи Амазони
From Wikipedia, the free encyclopedia
Амазони — вăтам ĕмĕрсенчи картографсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче, Сăр шывĕпе Атăл шывĕн малтанхи юханшыв ăна юхса кĕнĕ вырăнтан анатрахри пайĕ хушшинче вырнаçнă тăрăх, ен, территори. Уйрăммăн илсен, лыттынь саспаллисемпе çырса кăтартнă ку территорие Фра-Мауро 1459-мĕш çулта ăсталанă карттă çинче тупма пулать[1].
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Амазони (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Карттă çинче кăтартнă тата асăннă территорин тупсăмне халииччен те уçăмлатайман-ха темелле. Сăмах май каласан, «амазон» ăнлавăн тата пулăмăн тупсăмĕсем те историксемшĕн паллах мар.