Берлин
From Wikipedia, the free encyclopedia
Берлин, — Германин тĕп хули (1871 çултанпа). Европа Пĕрлешĕвĕнче Берлин лаптăк шучĕпе Лондон хыççăн иккĕмĕш вырăнта шутланать. Халăх шучĕ 3 440 441 (2010) çынпа танлашать.
Берлин | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Германи |
---|---|
Регион: | Берлин |
Никĕсленĕ: | |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 3 440 (2010) |
Хула лаптăкĕ: | 891.85 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 52°31′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 13°24′ х. т. д. |
Берлин Шпрее (Spree) тата Хавель (Havel) юханшывĕсем çинче, Бранденбург çĕрĕсем çинче вырнаçнă. 1920 çултанпа Бранденбург çĕрĕсем шутне кĕместь. 1200 çулсенче ку тăрăхра икĕ хула вырнаçнă пулнă — Кёлльн (Cölln) тата Берлин. Хăçан вĕсене хуласем шутне кĕртни тĕппипех паллă мар. Кёлльна хула пек 1261 çулта асăннă, Берлина — 1251 çулта. 1307 çулта вăл икĕ хуларан пĕр хула туса хунă. Пĕрлешнĕ хулара 1400 çулта 8 пин çын пурăннă. Берлин Пруссин тĕп хули шутланнă. Германи империне туса хунă хыççăн унăн тĕп хули пулнă. …Хула 12 районсене пайланă : Митте,Фридрихсхайн-Кройцберг,Панкăв(чи пысăк районе - 350 пин ытла пурăнакансем), Шарлăттенбург-Вильмерсдорф,Шпандау,Штеглитц-Целендорф,Нойкёлн,Темпельхоф-Шёнеберг, Трептов-Кёпеник,Марцан-Хеллерсдорф,Лихтенберг,Райникендорф. Берлинăн ертуççи - бургомистр Клаус Воверайт (Klaus Wowereit).