Бенедиктинсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Бенедикти́нсем (лат. Benedictini, сăв. Бенеди́кт орденĕ, лат. Ordo Sancti Benedicti, OSB) — католицири чи ватă, Нурси Бенедикчĕ 530 çул тĕлнелле Субиакăра тата Монтекассинăра йĕркеленĕ монах орденĕ[1]. «Бенедиктинсем» терминпе хăш чухне «Сăваплă Бенедикт Уставне» тытса пыракан монах орденĕсене палăртаççĕ[2], сăмахран, камальдулсене е цистерциансене, çак ĕнтĕ тĕрĕсех мар.