Аслă пурçăн çулĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Аслă пурçăн çулĕ, — авалхи вăхăтра Китайпа Европăна çыхăнтарнă суту-илӳ çулĕ. Вăтам Ази урлă иртнĕ, чи пысăкки шутланать.
Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте уçăлнă. Çулне Сианьрен Ланьчжоу витĕр Дуньхуане хунă пулнă, кунта вăл иккĕне пайланнă: çурçĕр çулĕ Турфан урлă кайнă, малалла Памира каçса Ферганапа казах çеçенхирĕсене çитнĕ, кăнтăр çулĕ — Лобнор кӳлĕ çумĕпе Такла-Макан пушхирĕн кăнтăр айăккипе Яркендпа Памир (кăнтăр пайĕнче) Бактри урлă, унтан — Пархие, Индие тата Çывăх Тухăç çитернĕ.
II ĕмĕртен пуçласа çак çулпа сутăçăсем тĕве караванĕсемпе Китайран Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕрринчи çĕршывсем патне çити пурçăн турттарса çӳренĕ. Ун чухне пĕтĕм çул тăрăхне тухма икĕ çул вăхăт кирлĕ пулнă. Сутăçăсен сахаллăшĕ кăна çак çула ăнăçлă вĕçлеме пултарнă.
"Пурçăн çулĕ" ята нимĕç географĕ XVIII ĕмĕрте панă. Паллах ĕнтĕ, Пурçăн çулĕпе пурçăна çеç мар, тĕслĕхрен ылтăна, тĕрлĕ тĕхĕме тата ытти япаласене те куçăрнă.
Пурçăн çулĕ усă курни сутă-илӳ аталанăвне пулăшнă, вăл çаплах тухăçпа анăç этеплĕхĕсене çыхăнтарнă, Европăпа Азине паллаштарнă.
Çавăнпа ĕнтĕ халĕ "Пурçăн çулĕ" Пĕтĕм тĕнчери этеплĕх кăнарĕ пулса тăрать.